Текст на чувашском языке |
Текст на русском языке |
Первый куплет |
Çурхи тěнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чěре сикет,
Çěршывăм çинчен юрлас килет.
|
Когда весны широкий свод
Лучи живые щедро льёт, -
На добрый лад судьбу верша,
О крае родном поёт душа.
|
Припев |
Тăван çěршыв,
Тăван çěршыв,
Асран кайми
Юратнă çěршыв.
Тăван çěршыв,
Тăван çěршыв,
Мухтав сана,
Çуралнă çěршыв!
|
Поклон тебе,
О Родина,
Красавица
На все времена.
Поклон тебе,
О Родина,
Да славится
Родная страна!
|
Второй куплет |
Тăвансемпе пěрлешнě чух,
Чăваш тěнчи çěкленнě чух,
Чун савăнать: чěре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
|
Народ народу — друг и брат,
Отныне и чуваш крылат,
На добрый лад судьбу верша,
О силе людской поёт душа.
|
Третий куплет |
Яшсем-херсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать: чěре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
|
Отца на смену выйдя в путь,
Ты, юность, им опорой будь.
На добрый лад судьбу верша,
О жизни большой поёт душа.
|